Вӑрнар район администрацийӗн ертӳҫин ҫумӗ тата строительство тата ЖКХ пай пуҫлӑхӗн ҫумӗ ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсем нумай ачаллӑ ҫемье валли хваттер туяннӑ чухне йӗркене пӑснӑ иккен.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗнче администраци нумай ачаллӑ ҫемье валли хваттер туянмашкӑн конкурс ирттерссине пӗлтернӗ. Унта пӗр заявка кӑна килнӗ. Вырӑнти усламҫӑ туса пӗтермен хваттер туянма сӗннӗ. Кирлӗ документсем вырӑнне вӑл техника планне ҫеҫ кӑтартнӑ.
Тӳре-шара вара хутсене алӑ пуснӑ. Ҫапла майпа фирма счечӗ ҫине 2 миллион та 900 пин тенкӗ куҫнӑ. Анчах хваттере халӗ те туса пӗтермен. Ҫавна май республика хыснине тӑкак кӳнӗ.
Пуҫиле ӗҫе Вӑрнар районӗн судне янӑ. Айӑпланакан ҫынсен пурлӑхне арестленӗ.
Нумаях пулмасть Патӑрьел районӗнче ачана хура ҫӗлен сӑхни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Ҫулла пуҫланнӑранпа 11 ҫын шар курнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ — ачасем.
Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗ тӗлне ҫичӗ ҫын — Сӗнтӗрвӑрри, Красноармейски, Вӑрнар, Шупашкар районӗсенче пурӑнаканскерсем — пульницӑра сипленет. Ҫӗнӗ Шупашкарти ача та, вӑл 12 ҫулта, пульницӑра выртать. Ӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнче асламӑшӗ патӗнче каннӑ чухне ҫӗлен сӑхнӑ.
Палӑртмалла: Чӑваш Енре наркӑмӑшлӑ ҫӗленсен пӗр тӗсӗ ҫеҫ — хура ҫӗлен — анлӑ сарӑлнӑ. Ҫавӑнпа питӗ асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ.
«Граждан пуҫарӑвӗ» общество организацийӗн хастарӗсем ыйтӑм ирттернӗ. Ҫынсенчен чылайӑшӗ Чӑваш Енри ҫулсене виҫӗ балпа ҫеҫ хакланӑ. Респондентсен 6,24 проценчӗ ҫеҫ ҫулсене лайӑх хак панӑ.
Ыйтӑма республикӑри 26 муниципалитетра ирттернӗ. Кашни тӑрӑхрах 40 ҫынран кая мар ыйтнӑ. Пӗтӗмпе 1082 водителӗн шухӑшне ыйтса пӗлнӗ.
Пур муниципалитетра та респондентсем япӑх ҫулсем пирки ҫеҫ аса илнӗ. Лайӑххи темшӗн пуҫа килмен. Элӗк, Вӑрнар, Улатӑр районӗсенче ҫулсем питӗ япӑххи ҫиеле тухнӑ. Патӑрьел, Ҫӗрпӳ районӗсенче ҫулсем лайӑх еннелле улшӑннӑ. Вӑрнар поселокӗнче вара арканнӑ ҫул нумай. Улатӑрта ҫулсем ҫинчи шӑтӑк-путӑка хӑйӑр тултарнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче вара кирпӗчпе сапланӑ.
Чӑваш Енре фельдшерпа акушер пункчӗсене хута янӑ чухне 20 миллион тенке яхӑн перекетлеме май килнӗ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ.
Мӗнле майпа перекетленӗ-ха? ФАПсене тунӑ чухне ирттернӗ аукционсенче 19,9 миллион тенкӗ перекетлеме май килнӗ. Малтанхи хака 3 миллион та 603,9 пин тенкӗ палӑртнӑ. Кайранхи хака вара электронлӑ аукцион пӗтӗмлетӗвӗпе палӑртнӑ.
Перекетленнӗ укҫа-тенкӗпе республикӑри 16 районта тума палӑртнӑ 25 ФАПа туса пӗтерӗҫ. Ҫавӑн пекех Вӑрнар районӗнчи Сӑкат ялӗнче ҫӗнӗ ФАП тӑвӗҫ. Вӑл унччен тӗпӗ-йӗрӗпе ҫунса кайнӑ.
Вӑрнар районӗнче Ярмушка ял тӑрӑхӗнчи Уйкас Юнтапа ялне Росреестрӑн специалисчӗсем ҫӗрпе епле усӑ курнине тӗрӗсленӗ. Унта икӗ ҫӗр лаптӑкне хакланӑ. Вӑл ҫӗрсемпе документсемсӗр хуҫаланнӑ ҫеҫ те мар, ҫав лаптӑк ҫӗр ҫинче хуралтӑсем хӑпартса лартнӑ. Уншӑн ҫӗр лаптӑкӗпе саккунлӑ мар майпа усӑ курнӑ икӗ ҫынна 5-шер пин тенкӗлӗх штраф хурса панӑ.
Сӑмах май каласан, ҫак ҫӗр лаптӑкӗсенчи хуралтӑсене вӗсен хуҫисем административлӑ майпа явап тыттаричченех сӳтнӗ. Вӗсенчен пӗри маларах ал ҫитмен тесе ӑнлантарнӑ.
Ҫав ҫӗрсемпе саккунлӑ мар усӑ курнисем лаптӑксене тирпейленӗ, ҫӗр турттарса пырсах лаптӑка танлаштарнӑ.
Тасатса тирпейленӗ лаптӑка кӑвак чӑрӑшсем лартса хӑварнӑ, Уйкас Юнтапари ҫав ҫӗрсем кӗҫех йывӑҫсемпе илемленӗҫ.
Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Енре вӑйлӑ ҫумӑр ҫунӑ, аслати кӗмсӗртетнӗ.
Ҫав кун Шупашкарти кӳлмекре кимӗ ҫаврӑнса ӳкнӗ. Юрать, унти пилӗк ҫын шар курман. Вӑрнар районӗнче вара икӗ ӗне вилнӗ. Вӑйлӑ ҫил алхаснӑ хушӑра йывӑҫ турачӗсем электричество пралукӗ ҫине таяннӑ, ҫавна май пралук ӳкнӗ. Шӑпах ҫавӑн чухне ӗнесене киле хӑваланӑ. Пралук икӗ ӗне ҫине ӳкнӗ.
Чӑваш Енри ГКЧС вӑйлӑ ҫил алхаснӑ чухне электричество пралукӗнчен инҫерех тӑма хушать. Ҫавӑн пекех реклама щичӗсенчен, ҫӳллӗ ҫӗрте ӗҫлемелли строительство техникинчен инҫерех пулмалла.
Икӗ талӑкра Чӑваш Енре 2 пушар пулнӑ. Пӗринче медпункт ҫунса кӗлленнӗ.
МЧСӑн Чӑваш Енри тӗп управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 17 сехет ҫурӑра Вӑрнар районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ ҫунса кайнӑ. Вӑл ҫӗнех пулман, ӑна 1986 ҫулта туса лартнӑ. Медпункт йывӑҫран пулнӑ. ФАПа ял ҫыннисем пулӑшу ыйтма ҫӳренӗ. Ялта вара пӗтӗмпе 130 яхӑн ҫын пурӑнать. Малашне халӑхӑн ӑҫта ҫӳреме тивӗ ӗнтӗ?
Медпункт ҫунса кайни 150 пин тенкӗ тӑкак кӳнӗ. Халӗ пушар ӑҫтан тухма пултарнине тӗпчеҫҫӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутӑш препаратсен «Август» фирмин тӗп директорӗпе Александр Усковпа тата «Август» фирмӑн Вӑрнарти филиалӗн пуҫлӑхӗпе Владимир Свешниковпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Калаҫӑва ЧР Правительствин Пуҫлӑхӗн ҫумӗ — финанс министрӗ Светлана Енилина, ЧР экономика министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Инна Антонова хутшӑннӑ.
Александр Усков пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр савут тупӑш шайне 20 млрд тенкӗрен ирттернине пӗлтернӗ. Раҫҫейре тавар пӗтӗмпе 15 млрд тенкӗлӗх сутӑннӑ. Чӑваш Енри филиал кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче 483,7 млн тенкӗлӗх тупӑш илнӗ. Савутра ӗҫлекенсем уйӑхне 34 пин ытла укҫа илеҫҫӗ. Чӑваш Енре вырнаҫнӑ филиалта хальхи вӑхӑтри технологисем вӑй илсе пыраҫҫӗ. Ертӳҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, «ҫакӑ та производствӑн калӑпӑшне ӳстерме пулӑшать».
Красноармейски районӗнчи Тусай ялӗнче кӑҫал ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ хута кайӗ. Ӑна Чӑваш Ен ертӳҫин ялсенчи медицина пулӑшӑвне аталантарассипе йышӑннӑ хушӑвне пурнӑҫласа хӑпартаҫҫӗ. 2013—2015 ҫулсенче 100 ФАП тунине эпир те пӗрре ҫеҫ мар пӗлтернӗччӗ. Пӗлтӗр те ку программа малалла тӑсӑлчӗ. Хӑтсӑр 25 ФАП вырӑнне мӗнпур условиллӗ ҫуртсем ҫӗклерӗҫ.
Тусай ялӗнчи ФАПа «Солид» текен общество ҫак уйӑхра тума пуҫланӑ. Утӑ е ҫурла уйӑхӗнче ӑна туса пӗтерӗҫ. Красноармейски районӗнче унччен тӑватӑ ФАП хута янӑ.
Аса илтерер, кӑҫал Чӑваш Енре 21 фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлӗ. Ҫӗнӗ ФАПсем Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче пулӗҫ.
Вӑрнар районӗнчи пӗр шкулта вӗренекен Яна усал шыҫӑпа чирленине унччен хыпарланӑччӗ. Ун валли ырӑ ҫынсем укҫа пухнӑ. Нумаях пулмасть хӗрачана операци тунӑ. Телее, Яна халӗ хӑйне лайӑхрах туйма тытӑннӑ.
Хӗрачана тӑванӗ Татьяна Морозова опекӑна илнӗ. Яна Кадыкова 7-мӗш класра кӑна вӗренет-ха, анчах нушине самай курнӑ. Операци хыҫҫӑн вӑл ҫиме, калаҫма тытӑннӑ.
Операци тумашкӑн 348 пин тенкӗ ытла кирлӗ пулнӑ. Ҫемьешӗн ку пысӑк укҫа. Ырӑ ҫынсем айккинче юлманни Янӑна сывалма пулӑшать. Укҫа пухнӑ вӑхӑтра Янӑна васкавлӑ операци тунӑ, мӗншӗн тесен сывлӑхӗ хӑвӑрт начарланса пынӑ. Хӗрача кӗҫех химиотерапин иккӗмӗш курсӗ витӗр тухӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абитова Мугазяма Фатыховна, РСФСР тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |